Мастер-классы со школьными поварами

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен тытăнса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра шкулти апатланăва пĕтĕмĕшпех централизациленĕ.

Кĕркуннехи каникул пырать. Çак тапхăрта республикăра шкулти поварсемпе мастер-классем иртрĕç.

Мастер-класс октябрĕн 31-мĕшĕнче округри шкулсенчи поварсене те пухрĕ. Шупашкарти коопераци техникумĕн технологĕ Надежда Соколова Хĕрлĕ Чутайри шкул столовăйĕнче меню тĕслĕхне хатĕрлеме вĕрентрĕ, поварсене сĕнỹсем пачĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Палăртмалла, округри шкул столовăйĕсене апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе тивĕçтерес енĕпе райпо лайăх ĕçлет.

Мастер-классен программине ЧР Вĕрентỹ министерствине ашшĕ-амăшĕ янă сĕнĕвĕсене шута илсе ирттереççĕ. Вĕсем хушшинче - меню пуянрах тăвасси. Çак ыйту ытларах ялти шкулсене пырса тивет. Кун пек мастер-классем татах иртĕç.

Рубрика: